Чӑваш Енре ӗҫсӗр ҫынсен шучӗ мӗн чухлӗ? Ку, ахӑртнех, чылай ҫынна кӑсӑклантарать.
Чӑваш Енре, Ӗҫпе тивӗҫтерекен патшалӑх служби пӗлтернӗ тӑрӑх, ӗҫсӗр 5000 яхӑн ҫын шутланать. Ведомство мониторинг ирттернӗ.
Тӗплӗнрех калас пулсан, Чӑваш Енре ӗҫсӗррисен йышӗ — 4796 ҫын. Ведомствӑран пӗлтернӗ тӑрӑх, 3618 ҫын организацире тулли мар кунпа ӗҫлекенни шутланать.
Тепӗр енчен илсен, ӗҫ паракан 2062 ҫын ваканси пирки пӗлтернӗ. Пӗтӗмпе 15029 ӗҫ вырӑнӗ пушӑ.
Сӑмах май, ӗҫсӗррисен йышӗ Муркаш, Ҫӗмӗрле, Комсомольски, Ҫӗрпӳ районӗсенче пӗчӗк.
Ҫӗрпӳ хулинче ҫак уйӑхӑн 7-мӗшӗнче (ун чух унта хула кунне уявланӑ) палӑк уҫнӑ. Вӑл — танк.
Чӑваш Енӗн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче вӑл палӑка Тӑван ҫӗршывӑн Ҫӗрпӳ районӗнчи хӳтӗлевҫисене тата тыл ӗҫченӗсене халалласа уҫнине пӗлтернӗ. Унсӑр пуҫне палӑка Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинчен ҫӗнтернӗренпе 70 ҫул ҫитнине халалланӑ.
Палӑка уҫма хутшӑннӑ Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Михаил Игнатьев ку пулӑма Ҫӗрпӳ хулин пурнӑҫӗшӗн историлле пулӑм тесе хакланӑ. «Пӗтӗм Раҫҫей халӑхӗ тата пӗтӗм тӗнче Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтернӗренпе 70 ҫул ҫитнине паллӑ турӗ. Республикӑра эпир ҫар мухтавӗн 1026 вырӑнӗпе мемориалне ҫӗнетрӗмӗр. Вуншар палӑка усламҫӑсем тата Чӑваш Енре пурӑнакан ҫынсем пулӑшнипе тунӑ. Ҫав ҫынсем тӑван ҫӗре, ашшӗсемпе аслашшӗсен, амӑшӗсемпе асламӑшӗсен ӑс-хакӑл вӑйне хаклаҫҫӗ. Хальхи Раҫҫейре тата хальхи Чӑваш Енре тӑвакан мӗнпур япала ӳсекен ӑрӑва Тӑван ҫӗршыва юратма, пирӗн ветерансемпе совет тата Раҫҫей халӑхӗн историне юратма хӑнӑхтарма пулӑшать», — тенӗ Михаил Игнатьев.
Аслисене пула ачасем вилеҫҫӗ. Иртнӗ уйӑхӑн ҫурринчен пуҫласа ӗнерччен кӑна пирӗн республикӑри ҫулсем ҫинче ҫул ҫитмен 8 ача вилнӗ. Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа вара 14 ача леш тӗнчене ӑсаннӑ. Вилнисенчен чылайӑшӗ урапара пассажир евӗр ларса пыраканскерсем пулнӑ тесе пӗлтерет республикӑн Ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн патшалӑх инспекцийӗ.
Инкекӗ пӗри тепринчен хӑрушӑрах сиксе тухать. Шӑмӑршӑра, ав, ҫурлан 2-мӗшӗнче ӳсӗр водитель малта пыракан МАЗран иртме хӑтланса ҫулӑн сылтӑм енне тухса кайнӑ. Унти ҫуран утакансем ҫине пырса кӗрсе пӗр ҫемьери виҫӗ ҫынна вӗлернӗ. Ҫав шутра 37 ҫулти ашшӗн аллинчи 4 ҫулти арҫын ача та пулнӑ.
Унччен икӗ кун маларах Ҫӗрпӳ районӗнчи Михайловкӑпа Лапра ялӗсем хушшинче 18 ҫулти водитель МАЗпа пырса ҫапӑннӑ та урапари 17 тата 13 ҫулти ачасем вилнӗ. Ҫурлан 5-мӗшӗнче ӳсӗр ашшӗне пула виҫӗ ҫулхи арҫын ача вилнӗ. Тепӗр виҫӗ ача пульницӑна лекнӗ.
Республикӑн строительство, архитектура тата ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх министрӗ Олег Марков «Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орден медальне тивӗҫнӗ.
Пысӑк шайри пуҫлӑха чысласси пирки калакан хутра Чӑваш Республикин Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Михаил Игнатьев Олег Марков Чӑваш Енӗн социаллӑ пурнӑҫӗпе экономика аталанӑвне тӳпе хывнине, вӑл нумай ҫул таса чунпа тӑрӑшнине палӑртнӑ.
Олег Марков 1966 ҫулта Ҫӗрпӳ районӗнчи Ҫӗньялта ҫуралнӑ. 1984 ҫулта Шупашкарти машина тӑвакансен техникмуне вӗренсе пӗтернӗ. Малтанласа «Чӑвашсетьгазра» тӗрлӗ должноҫре ӗҫленӗ. 2012–2013-мӗш ҫулсенче строительство министрӗн ҫумӗнче тӑрӑшма пуҫланӑ. 2013-мӗшӗнче ӑна министр пуканне шанса панӑ.
«Ял кунне паллӑ тӑватпӑр, анчах хӑрушсӑрлӑх пирки манмастпӑр!» ҫакӑн пек ятпа иртнӗ Ҫӗрпӳ районӗнчи Ункӑҫум ялӗн уявӗ. Ҫав кун тӳрех темиҫе мероприяти иртнӗ унта: мини-футболла вылянӑ, районти пушар тӗрӗслевӗн аслӑ лейтенанчӗ Геннадий Димитриев халӑхпа профилактика тӗлпулӑвӗ ирттернӗ.
Официаллӑ пай вӗҫленсен МЧС офицерӗ ҫынсене пушар хӑрушсӑрлӑхӗ пирки каласа кӑтартнӑ. Вӑл палӑртнӑ тӑрӑх, кӑҫал районта 27 пушар тухнӑ. Унта 1 ҫын вилнӗ. Геннадий Димитриев ытларах чухне инкек пирус туртнине пула тухнине палӑртнӑ. Ҫавӑнпа ҫынсене тимлӗрех пулма ыйтнӑ.
Унтан «Ҫулӑм» ансамбль халӑха юрӑсемпе савӑнтарнӑ. Уяв лапамӗнче сӗтел хатӗрленӗ. Чӑваш наци шӳрпине нумайӑшӗ юратса ҫинӗ. Ҫав кунах юнашарти ялта, Красноармейски районӗнчи Пшонкӑра, уяв иртнӗ. «Ҫулӑм» вӗсене те юрӑ-ташӑпа савӑнтарнӑ.
Чӑваш Енре кӑмпаҫӑсем ҫухалаҫҫӗ. Кун пирки РФ Инкеклӗ ӗҫсен министерствин Чӑваш Енри Тӗп управленийӗ пӗлтерет.
Ӗнер ирхи 3 сехет те 47 минутра Ҫӗрпӳ районӗнчи ҫӑлав службине 65 ҫулти арҫын ҫухални пирки хыпар ҫитнӗ. Кӗсерпуҫ Туҫара пурӑнакан пенсионер кӑмпана кайса ҫухалнӑ. Ӑна шырама йытӑллӑ полицейскисем, республикӑри шыравпа ҫӑлав службин оперативлӑ ӗҫченӗсем ура ҫине тӑнӑ. Кӑштахран арҫын тупӑннӑ.
Утӑ уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Хуракассинчи 65 ҫулти арҫын хӑйсен тӑрӑхӗнчи вӑрманта ҫухалнӑ. Ӗнерхи кун тӗлне те ӑна тупайман пулнӑ.
Вӑрмана каяс умӗн ҫӑлавҫӑсем ҫывӑх ҫынсене хӑвӑр ҫӑталла ҫул тытасси пикри пӗлтерме ыйтаҫҫӗ. Ҫула кӑтартакан хальхи йышши хатӗрсене шанса кӑна лармалла мар, тимлӗх кирлӗ. Кунта ҫутӑ ҫипуҫ тӑхӑннинчен пуҫласа ҫума тӗрлӗ эмел чикмелли таранах кӗртеҫҫӗ. Телефон ал айӗнче пулсан 112 е 01 номерсемпе шӑнкӑравламалла. Ҫывӑх ҫын ҫухалсан тупӑнать пуль-ха тесе шанса кӗтмелле мар, ҫийӗнчех ҫӑлавҫӑсенчен пулӑшу ыйтмалла.
Ҫӗрпӳ районӗнчи Ҫӗньял ачисем те каникул вӑхӑтӗнче алӑ усса лармаҫҫӗ. Ачасем вӑхӑта усӑллӑ ирттерччӗр тесе Туҫи ял тӑрӑхӗнчи культура ӗҫченӗсем тӗрлӗ мероприяти йӗркелеҫҫӗ.
Ак нумаях пулмасть Ҫӗньял клубӗнче «Юмах патӗнче — хӑнара» театрланӑ постановка пулнӑ. Айболит тухтӑр, Упа тата Хӗрлӗ Калпак ачасене ҫутҫанталӑка упрамаллине вӗрентнӗ, гигиена мӗнне ӑнлантарнӑ.
Юмахри сӑнарсем шӑпӑрлансене улма-ҫырлана, пахча ҫимӗҫе таса мар алӑпа ҫиме юраманнине ӑнлантарнӑ. Вӗсемпе конкурссемпе вӑйӑсем ирттернӗ.
Ку ачасене пысӑк савӑнӑҫ кӳнӗ. Унта хутшӑнакансем пурте пылак парнене тивӗҫнӗ. Ашшӗ-амӑшӗ вара культура ӗҫченӗсене алӑ вӗҫҫӗн ҫыхнӑ хӑмпӑсем парнеленӗ.
Сӑнсем (10)
Паян 17 сехет те 20 минутра Ҫӗрпӳ районӗнчи Ҫӗнӗ Катек ялӗ ҫывӑхӗнче маршруткӑпа КИА урапа ҫапӑннӑ, 14 ҫын суранланнӑ. Телее, вилекенсем пулман пулас.
ШӖМ пӗлтернӗ тӑрӑх ҫул ҫинчи пӑтӑрмахра КИА урапа водителӗ айӑплӑ — вӑл хирӗҫ ҫул ҫине тухнӑ. Маршруткӑри ҫынсем Шупашкартан Тӑвая ҫула тухнӑскерсем пулнӑ иккен. Аманнисем хушшинче 6 ача пур.
Автобуссемпе ҫыхӑннӑ пысӑк пӑтӑрмахсем паян тата та пулнӑ. Тӗслӗхрен, Красноярск енӗнче автобуспа микроавтобус ҫапӑннине пула 11 ҫын пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Кунта вара автобус водителӗ айӑплӑ пулнине палӑртаҫҫӗ. Хирӗҫ ҫул ҫине тухса вӑл макроавтобуса ним юрми аркатнӑ пулать. Пӑтӑрмах хыҫҫӑн Красноярск енӗнче ыран хурлӑхлӑ кун пуласси пирки пӗлтернӗ.
Ӗнер, утӑ уйӑхӗн 7-мӗшӗнче, Ҫӗрпӳ районӗнче инкек пуласса никам та шутламан ахӑртнех. Урпаш ялӗнче кӗтмен ҫӗртен пушар алхасма тытӑннӑ.
ЧР МЧСӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫӗрле 23 сехетре сарай ҫунма тытӑннӑ, утта ҫулӑм ярса илнӗ. Вӑл иккӗмӗш хутра упраннӑ-мӗн.
Малтанлӑха хыпарланӑ тӑрӑх, пушар электрохатӗрпе тӗрӗс мар усӑ курнӑшӑн тухнӑ. Утӑ лампӑпа юнашар пулнӑ-мӗн.
Пушар вырӑнӗнче Ҫӗрпӳри 40-мӗш чаҫӗн пушарнӑйӗсем тата тӳрленмелли 7-мӗш колонин пушар хуралӗ ӗҫленӗ.
Шел те, пушар ҫухатусӑр пулман. Ҫулӑмра шултра мӑйракаллӑ 10 выльӑх ҫунса вилнӗ.
Ҫӗрпӳ хули илемленсех пырать. Ӑна хӑтлӑх кӗртессишӗн халӑх та тӑрӑшать.
Ҫӗрпӳре иртен-ҫӳрен Печкин почтальон скульптурипе киленет. Кун пирки эпир маларах пӗлтернӗччӗ. Хулара унсӑр пуҫне урам тирпейлӳҫи те пур. Аллине шӑпӑр тытнӑскер ҫынсене тасалӑха упрамалли пирки асӑрхаттарать. Ҫав скульптурӑна Ҫӗрпӳри тӳрленӳ колонийӗнче ларакансем тунӑ.
Халӗ ав Ҫӗрпӳре Печкин почтальонӑн юлташсем те тупӑннӑ. Унран инҫех мар Шарик йытӑ тата Матроскин кушак аҫи вырӑн тупнӑ. Металл скульптурӑсене паян, утӑ уйӑхӗн 2-мӗшӗнче, 16 сехетре уҫӗҫ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.04.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 12 - 14 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| «Чебоксарская правда» хаҫатӑн пӗрремеш кӑларӑмӗ тухнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |